Пятница, 1 июля, 2022
Главная > Публикации > Коронавируспа чирлеместпĕр, вăл пире пурпĕрех çĕнеймест тесе шутлатпăр, анчах…

Коронавируспа чирлеместпĕр, вăл пире пурпĕрех çĕнеймест тесе шутлатпăр, анчах…

Тем пулчĕ: Çĕнĕ çулăн тăваттăмĕш кунĕнче ÿт температури 38 градусран та ÿссе кайрĕ. Шăннă тесен — çанталăк кăçал шартлама сивĕ мар. Çĕр варринче картишне самантлăха майкăпа кăна сиксе тухасси пулать-ха, анчах унта та шăнса ĕлкĕреймĕн. Çĕнĕ çул мунчи кĕнĕ чухне çапăннă хыççăн сивĕ мунча умне тухса ларнăччĕ, ăна мĕн ачаранах хăнăхнă. Январĕн 9-мĕшĕ çитрĕ, улттăмĕш кун температура чакмасть те чакмасть. Ыран ĕçе тухмалла, Çĕнĕ çул «каникулĕ» вĕçленчĕ. Мĕн тумалла?


Аптăранă енне «Васкавлă пулăшу» станцине шăнкăравларăм, «çапла-çапла» тесе веçех ăнлантарса патăм. «Кĕтĕр, пыратпăр», — терĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, кĕсье телефонĕ янăраса кайрĕ:
— Скорăй чĕннĕ-и?
— Чĕннĕ.
— Ма уçмастăр? Эпир хапха умĕнче тăратпăр.
Чÿречерен пăхрăм, чăнах та, шурă халатлă икĕ çамрăк çын _ арçынпа хĕрарăм пысăк сумкăпа калинкке умне пырса тăнă. Машинине те Канаш еннелле çавăрса лартма ĕлкĕрнĕ. Йăпăр-япăр тăхăнса картишне тухса чупрăм.
Яшĕ çÿллĕ, яштака, сăнран пăхсан тем тесен те вырăс. Хĕрĕ те питĕ чипер, чăваш пекех туйăнать, иккĕшĕ пĕр-пĕринпе вырăсла пуплеççĕ. Хĕрачи температура виçрĕ _ 38 ытла, чакман, пĕчĕк приборпа пÿрнене хĕс- терсе ÿпкери кислород шайне виçсе пĕлчĕ _ 99 процент. Месерле вырттарса кардиограмма турĕ. Унтан иккĕшĕ темĕн мăкăр-мăкăр туса калаçса илчĕç те КТ ?компьютернăй томографи/ тутарма е Кÿкеçе, е Патăрьелне каймалла терĕç.
­- Канашра çук-им?
— Çук.
Те тĕрĕссине каларĕç, те юптарчĕç вĕсем, «васкавлă пулăшу» машини такăр çулпа Патăрьел еннелле шăлтарчĕ.
ТК кабинечĕ умĕнче пĕр хĕрарăм ларать, эпĕ _ ун хыççăн. Мĕн тĕрĕслемеллине тĕрĕслерĕç _ каллех месерле вырттарса пысăк аппарат айне шутарса кĕртрĕç.
— Тарăннăн сывласа ил те урăх ан сывла, — тет мана аппаратпа ĕçлекен çамрăк чă-ваш хĕрарăмĕ. Виçĕ-тăватă хутчен тарăннăн сывласа илме тиврĕ аппарат айĕнче выртнă вăхăтра.
— Эсир мана Канаша çитиччен илсе каятăр-и? — ыйтатăп «васкавлă пулăшу» майринчен.
— Каятпăр, каятпăр, — лăплантарать мана лешĕ. — Халĕ çакăнта кĕрер-ха.
Пĕр хутлă вăрăм çурт алăкĕнчен кĕтĕмĕр — тем тесен те приемнăй покой: сĕтел çинче компьютер, шурă халатлă икĕ медсестра.
— Халĕ сирĕн кунта юлмалла, сирĕн ÿпке шыçнă, килте сипленейместĕр, — тет мана «пулăшу» майри. Хăçан вăл тухса шурĕ алăкран — сиссе те юлаймарăм.(Ÿпке шыççи пирки тĕрĕсех каланă медсестра: медицина карттине алла илсен пĕлтĕм: КТ манăн «двусторонняя полисегментарная пневмония» пулнине палăртнă).
Наччасах хывăнтарчĕç, тумтире пысăк пакета майласа чиксе хучĕç, хама пĕр ывăç (сакăр штук!) кальсон тÿминчен кăшт кăна пĕчĕкрех таблетка пачĕç, алла стаканпа шыв тыттарчĕç:
— Шывпа пĕрле çăт!
Сăмсаран, çăвартан мазок илчĕç.
Ман койка — виççĕмĕш палатăра. Матрасĕ — çÿп-çÿхе, йывăç хăма пек хып-хытă. Вунă кун хушшинче самаях шăйрăлчĕç аяк пĕрчисем. Вырнаçнă-вырнаçман сестра килчĕ те койка çине месерле вырттарса хырăм тирĕнчен укол туса кайрĕ. Вăл палата алăкĕнчен тухма кăна ĕлкĕрчĕ, тепĕр медсестра система лартма çитрĕ те. Пилĕк кун система лартрĕç, вунă кун — пульницаран тухичченех — виçĕ хутчен хырăм тирĕн-чен укол турĕç, ирпе-каçпа виçшер шултăра таблетка ĕçсе сиплентĕм. Медсестрисем те, санитаркисем те питĕ кăмăллă, пурте чăвашла калаçаççĕ. Тухтăрсем те, медицина сестрисем те «хĕрлĕ зонăра» кинори пек скафандрсемпе мар, маскăсемпе кăна çÿреççĕ.
Темĕнле çын та пурччĕ сипленекенсен хушшинче. Хăшĕ-пĕрисем (реанимацинче ИВЛ аппарачĕ айĕнче выртакансем) кутăнланса-ши, те ыратнипе, апат та çиместчĕç, теприсем «киле каятăп, киле ярăр» тесе анратса чуна илетчĕç! Мĕнле чăтăмлăх кирлĕччĕ сестрасен чирлĕ çынсемпе ĕçлеме. Пĕчĕк ачана ÿкĕтленĕ пек ÿкĕтлесе, йăпатса апат çитеретчĕç: «Вăт, маттур, апат çимесен вăй пулмасть, чире çĕнтерейместĕн. Апат çисен тухтăр килет те киле ярать».
Палатăра эпир пиллĕкĕн: Пурте ял çыннисем. Калаçăвĕ те вĕсен ял пурнăçĕ çинченччĕ.
Çĕрле такам хыттăн уланипе шарт сиксе вăранса кайрăм та вырăн çине тăрса лартăм:
— Ку реанимацинче выртакан çын чăтайманнипе кăшкăрать. Сывлама сывлăш çитмест пулмалла, — ăнлантарса пачĕ манпа юнашар койка çинче выртакан Макаров. Каярахпа ИВЛ аппарачĕ айĕнче выртакансем макăрнине, кăшкăрнине, киле яма ÿкĕтленине хăнăхса çитрĕм. Çĕрле те, кăнтăрла та илтĕнетчĕ вĕсен асап сассийĕ.
Хам коронавируспа чирлеместĕп, вăл мана пурпĕ-рех çĕнеймест, тесе шутланă эпĕ. Мĕншĕн? Пĕлтĕрхи февральте «Спутник V» икĕ хутчен вакцинаци тутарнă, ултă уйăхран тепĕр йышши «Спутникпа» ревакцинаци тунă, çак вăхăт хушшинче организмра чире хирĕç иммунитет вăйланнă ĕнтĕ, çирĕпленнĕ. Пĕрремĕш анализ та «отрицательный» результат кăтартнă. Патăрьелĕнче сипленнĕ вунă кун хушшинче шăршă та пĕлнĕ эпĕ, апат тутине те çухатман. Январĕн 11-мĕшĕнче сăмсапа çăвартан иккĕмĕш хут мазок илсен результачĕ «положительнăй» пулни мана тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Хула урамне эпĕ маскăсăр тухман, лавккасене те маска тăхăнса кĕнĕ. Ялти лавккана та маска тăхăнмасăр тухман. Кайран паллă пулчĕ: пĕрле ĕçлекен ĕçтеш Çĕнĕ çулчченех шăршă пĕлми пулнă иккен. Инкубаци тапхăрĕ — икĕ эрне. Шăп та лăп икĕ эрнерен манне те вирус шыраса тупрĕç. «Индийски штамм», — терĕç. Вунă кун хушшинче эпĕ пĕрре те ÿсĕрсе курман, сывлама та йывăр пулман мана. Иммунитет вăйлах пулнă ĕнтĕ манăн.
Пульницаран кăларас умĕн икĕ хутчен мазок илчĕç. Иккĕшĕнче те «отрицательный» результат пулчĕ. Вунă кун «хĕрлĕ зонăра» сип-леннĕ хыççăн тăван яла — Пĕршенере таврăнтăм.
Пульница алăкне тулаш енчен хупиччен хама сипленĕ тухтăрпа Фирия Хафизовпа калаçрăм.
— Коронавируспа чирлисене эпир 2020 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа сиплеме пуçларăмăр, — пĕлтерчĕ мана питĕ чипер тутар хĕрĕ, чăвашла тап-таса, чăн-чăн чăваш пек калаçакан Фирия Феридовна. — Район пульницин тĕп врачĕн Тинюков Николай Антоновичăн тата иккĕмĕш инфекци уйрăмĕн заведующин Антонина Валерьевна Чернован инфекци уйрăмĕнчен коронавируса сиплекен уйрăм тума питĕ нумай вăй хума тиврĕ. 2021 çулта пирĕн уйрăмра 2340 пациент медицина пулăшăвĕ илчĕ. Кама илсе килеççĕ-ха кунта «васкавлă пулăшу» машинисем кăнтăрла та, çĕрле те; Тĕпрен илсен, прививка туманнисене. Вилекенсем те вакцинаци туманнисем.
— Фирия Феридовна, вунă кун хушшинче эпĕ пĕрре те тухтăрсемпе сестрасем чирлисемпе хăр-хар кăшкăрашса калаçнине илтмен. Йывăр чирлисемпе те пĕчĕк ачасемпе калаçнă пек калаçаççĕ, йăпатаççĕ, лăплантараççĕ. Вĕсен ячĕсене асăнса хăвараймастăр-и?
— Сиплекен тухтăрсем, мансăр пуçне, тата иккĕн: Артемьева Олеся Васильевнăпа Емильев Владислав Николаевич. Аслă сестра — Алена Цветкова. Медицина сестрисем: Чулпан Азизова, Света Тинюкова, Галина Зайцева, Алевтина Селиванова, Антонина Ильина. Медицинăн кĕçĕн сестрисем: Светлана Портнова, Любовь Тихонова, Ольга Зайцева, Наташа Кудряшова.
— Фирия Феридовна, пысăк тав сире хăвăр вăй-хала шеллемесĕр чирлисене ура çине тăратнишĕн. Хăвăрăн йывăр та пархатарлă ĕçре сире ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code