Главная > Публикации > Никоновсем районта кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ

Никоновсем районта кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ

Никоновсен хресчен-фермер хуçалăхĕ 1994 çулта йĕркеленнĕ. Хăйсен ĕçне вĕсем арендăри 4 гектар çĕрпе тата МТЗ-82 тракторпа йĕркелесе янă. Хуçалăхра мăйракаллă шултра тăватă выльăх пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ — сăвакан ĕне.
Хуçалăх çулсерен аталанса, çирĕпленсе пынă. 2013 çулта Никоновсем чĕрĕ виçепе 3,6 тонна аш тата 86,4 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне вăтамран 4320 килограмм сĕт сунă. 2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 74 пуçа çитнĕ, сăвакан 21 ĕне шутланнă.
2014 çулта Никоновсем çемье фермине аталантарма патшалăхăн тĕллевлĕ пулăшăвне тивĕçнĕ, гранд виçи 5 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав çулах вĕсем 50 пуç выльăх вырнаçмалăх хăтлă ферма туса лартнă, ăратлă 25 пушмак пăру туяннă. Хальхи вăхăтра фермăри выльăх йышĕ 100 пуçран та иртнĕ, вĕсенчен 45-шĕ — ĕнесем.
2021 çулта Никоновсем пĕр ĕне пуçне вăтамран 7002 килограмм сĕт сунă, çак кăтарту районта чи пысăкки пулнă. Выльăх-чĕрлĕх умĕнчен тутлăхлă апат самантлăха та татăлмасан тата вĕсене тивĕçлĕ условисенче тытсан курăмлă çитĕнÿ пулатех.
Çемье ферминче кашни хăйĕн тÿпине хывать, Валерий Михайловича ывăлĕсем нумай пулăшаççĕ. Ял хуçалăх техникипе вĕсем уйра тыр-пул туса илеççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, фермăра тăрăшаççĕ.
Техника паркне Никоновсем çулсеренех çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Çакна пурнăçлама федераци программи пысăк пулăшу кÿрет, унпа килĕшÿллĕн туяннă техника хакĕн 40 процентне каялла тавăрса параççĕ.
Ÿркенмесен тата ĕçлес туртăм пулсан ялта та пысăк çитĕнÿсене тивĕçме пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code