Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ырă ĕç туса кашни палăрма пултарать

Ырă ĕç туса кашни палăрма пултарать

Нумаях пулмасть районти культура çуртĕнче хăйсен ирĕкĕпе пархатарлă тĕрлĕ ĕç тума хутшăнакансен республика шайĕнчи «Пирĕн вăхăт» форум иртнĕ. Çак мероприятие волонтерсен кунне халалланă (ăна Раççейре çулсерен раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ).

Канаш, Тăвай, Йĕпреç, Комсомольски районĕсенчен тата Канаш хулинчен Шăхасан салине пуçтарăннă икçĕре яхăн çамрăк хăйсен пурнăç позицине палăртнă. «Пирĕн вăхăт» форума район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата Чăваш Енри ача-пăча прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова хутшăннă. Вĕсем шкул çулĕнчи волонтерсен ĕçне тĕрлĕ секципе лапамра курса хаклама пултарнă, чи маттуррисене тав хучĕсем парса чысланă.

Палăртмалла, çамрăк волонтерсем хăйсен хăватне çулсерен ÿстерсе пыраççĕ, вĕсем медицинăра, экологи акцийĕсенче, патриотизм воспитанийĕ парассинче, шырав ĕçĕсенче палăраççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе ĕç тума хутшăнакансен хушшинче студентсемпе шкул ачисем те йышлă.

«Пирĕн вăхăт» форум хастарсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, малашнехи аталану çул-йĕрĕ валли çĕнĕ меслетсем шыраса тупма май панă. Мероприяти йĕркелÿçисем Наталия Комиссаровăпа Мария Владимирова кăçал пĕр лапамра пĕр шухăшлă пысăк йыш пуçтарма май килнине, çакăн пек тĕлпулусем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма тата çĕнĕ туссем тупма май панине палăртнă.

Çакна та палăртса хăварас килет, волонтерсен пархатарлă ĕçне халалласа тунтикун районти шкулсенче ятарлă уроксем иртнĕ, унта хăйсен ирĕкĕпе ĕç тума кăмăллакансем хутшăннă. Вĕсем ачасене хастар пулма чĕнсе каланă, ырă ĕç тăвакан ялан хисепре пулнине тĕслĕх илсе çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *