Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Старостăсен семинарĕ иртнĕ

Старостăсен семинарĕ иртнĕ

Ял старости — хисеплĕ çын, ял çыннисем ăна шанаççĕ, тĕрлĕ чăрмавсене татса памалла чухне ун патне пыраççĕ. Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шăхасанти культура çуртĕнче ял старостисем валли вĕренÿ семинарĕ иртнĕ. Унта Канаш тата Вăрнар муниципаллă округĕсен ял старостисем тата Канаш округĕн территори уйрăмĕсен начальникĕсем хутшăннă.

Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ С. Михайлов ял старостисем питĕ кирлĕ çынсем пулнине, шăпах вĕсем ялта мĕн пулса иртнине чи малтан пĕлнине палăртнă. Старостăсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе хутшăнса ял çыннисен интересĕсене тытса пыма, тĕрлĕ пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ.

Мероприятие «Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен канашĕ» Ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ А. Кузнецов та хутшăннă. Вăл чи лайăх старостăсене Ассоциацин Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Округ пуçлăхĕн çумĕ – администраци ĕçĕсен управляющийĕ Т. Владимирова, территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ А. Федоров, администрацин финанс пайĕн начальникĕ А. Поляков округăн тĕрлĕ сферăри ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă.

Мероприятире информаципе практика занятийĕсем, ăсталăх класĕсем иртнĕ, старостăсен ĕçĕн чи лайăх практикисемпе паллашнă. Çавăн пекех хăнасене валли «Кĕр кĕреки» курав йĕркеленĕ. «Движение» аталану центрĕн ертÿçи Г. Иванова обществăлла ĕçре халăхпа тухăçлă хутшăнасси çинчен ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Семинар-канашлăва пуç- тарăннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли видеообращени çыртарнă, çавăн пекех Шăхасанти Çĕнтерÿ паркĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк патне чечексем хунă.

Наталья КАЛАШНИКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *