Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хоккей турнирĕ иртнĕ

Хоккей турнирĕ иртнĕ

Раштав уявĕнче Энтриялĕнче йăлана кĕнĕ хоккей турнирĕ иртнĕ. Ăна Чечен вăрçинче пуç хунă, Мухтав орденĕсен кавалерĕн Владимир Васильевич Павловăн ятне асăнса йĕркеленĕ. Кăçалхипе спортсменсем пăр çине 23-мĕш хут тухнă.

Ăмăртăва хутшăннисем паттăр ентешĕн ятне пĕр минут шăп тăрса сума сунă, асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хунă. Тухса калаçакансем турнир астăвăма тытса пыма, çынсене пĕр йыша чăмăртама тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнма май панине каланă.

Сивĕ çанталăк хуçаланнине пăхмасăр пăр çине тăватă команда тухнă. Анат Сурăм ялĕн хоккеисчĕсем хĕрÿ тупăшура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Гранит» ?Вăтакас Кипеч/ иккĕмĕш вырăна тухнă. Энтрияльсем виççĕмĕш пулнă.

Унсăр пуçне «Чи лайăх тапăнакан» ята Валерий Архипов (Вăтакас Кипеч), «Чи лайăх хÿтĕлекен» ята Денис Семенов (Энтрияль), «Чи лайăх вратарь» ята Максим Фомин (Анат Сурăм) çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *