Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Асăну хăми уçнă

Асăну хăми уçнă

Ушанар ялĕнче тава тивĕçлĕ çар летчикĕн, аваиаци генерал-майорĕн, Уралпа Атăлçи çар округĕн авиаци пуçлăхĕ пулнă Евгений Иванович Васильевăн ятне сума суса асăну хăми уçнă.

Çак пулăма халалланă митинга муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă. Канаш тăрăхĕн паллă çыннисен ячĕсене асра тытса вĕсенчен тĕслĕх илесси пирĕншĕн сăваплă тивĕç пулнине, Евгений Иванович çуралса ÿснĕ çурт стени çине асăну хăми вырнаçтарни ентешĕн паттăрла ĕçĕ çинчен яланах аса илтерсе тăрассине каланă.

Куккăшĕ çинчен митингра ача чухнехи аса илÿ урлă çывăх тăванĕ Алексей Петров ăшă туйăмпа каласа кăтартнă. Вăл халĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçинче вăй хурать. Çывăх çыннин ырă тĕслĕх-канашĕ çамрăка йывăрлăхсене çĕнтерсе умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме май панă.

Евгений Васильевăн ача чухнехи юлташĕ Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов иртнине аса илсе çапла пĕлтернĕ: «Летчик пулас ĕмĕт унăн мĕн пĕчĕкрен çуралнă. Хĕлле выляса ывăннă хыççăн юр çине выртаттăмăр та тÿпенелле тинкереттĕмĕр. Сенкер тÿпере шăвакан пĕлĕтсене, вĕçсе иртекен самолетсене сăнаттăмăр. Евгений Ивановичăн ĕмĕчĕ профессие çаврăнма пултарчĕ».

Евгений Васильев Ушанар ялĕнче çуралнă. Ялти 8 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне малалла Шăхасанти вăтам шкулта аталантарнă. Летчика Ставропольти аслă çар авиацин училищинче вĕренсе тухнă. Летчик-истребитель пулса службăра тăнă, истребительсен авиаци полкне ертсе пынă. Службăна тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чылай сумлă наградăна тивĕçнĕ.

Асăну хăмине уçма паттăрăн çывăх тăванне Алексей Петрова тата тава тивĕçлĕ çар летчикĕн ача чухнехи юлташĕсене ирĕк панă. Митинг Евгений Иванович ятне пĕр минут шăп тăрса хисеп тунипе вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *