Районти шкулсенчи волонтерсем хĕллехи каникул кунĕсене ахаль ирттермен.
Вĕсем хăйсем çине пысăк яваплăх илнĕ: вырăнти асăну вырăнĕсене — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксен таврашне — юртан тасатма. Ку пĕр хутчен кăна тумалли ĕç мар. Кăçал, ав, юр тăтăшах çукалать те, ăна вăхăтра хырса тăмалла. Çулленех кĕркуннепе çуркунне ачасем палăк территорине типнĕ курăк-çулçăран, çÿп-çапран тасатаççĕ; клумбăсене илемлĕ чечексем лартаççĕ; палăксене юсаса сăрлаççĕ.
Ял-йыш кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче палăк патне пуçтарăнать, вăрçăра пуç хунă паттăрсене пуç таять.
Хучел, Вăтапуç, Уçырма, Шăхасан шкулĕсен вĕренекенĕсем хăйсен ялĕнчи мухтав палăкĕсен тавра юр уçрĕç, ачасем пурте хавхаланса, тăрăшса ĕçлерĕç.
Алина ПАВЛОВА