Главная > Публикации > Шкулсенче ыран — Юлашки шăнкăрав

Шкулсенче ыран — Юлашки шăнкăрав

Шăматкун районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче кăçал шкул вĕренсе пĕтерекенсемшĕн Юлашки шăнкăрав пулать. 11 çул хушшинче тăван кил пекех чуна çывăх пулса тăнă пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашса пĕве кĕнĕ яшсемпе хĕрсем ачалăхран çитĕннĕ пурнăçа ура ярса пусаççĕ.

     Кăçал пирĕн районта 137 ача 11-мĕш класс, 27 шкултан 298 ача 9-мĕш класс вĕренсе тухать. 9-мĕш класс хыççăн професси илме хатĕрленекенсемшĕн те шкулти шăнкăрав юлашки хут янăрать.
     Умра — экзаменсем. Выпускниксемшĕн яваплă та хĕрÿ тапхăр пуçланать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕччен пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем пырĕç. 11-мĕш класс пĕтерекенсем вырăс чĕлхи, математика, хими, физика, географи, обществознани, биологи тата акăлчан чĕлхи предмечĕсемпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç. Чи пĕрремĕш экзамен вун пĕрмĕшсемшĕн çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе пулĕ.
     Тăххăрмĕшсем çу уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен физика, хими, географи тата информатика предмечĕсемпе тĕрĕслев ĕçĕ çырчĕç. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн ачасем çу уйă- хĕн 24-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменне тытĕç.
     Ачасене экзаменсене ăнăçлă тытма, çутă та телейлĕ пуласлăх, тĕрĕс те такăр çул сунатăп. Телей тилхепине алран ан ярăр, хăвăрăн ĕçĕре Тăван çĕршыва халаллăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса тăван енĕн чапĕпе чысне çÿлте тытса пырăр, çитĕнĕвĕрсемпе чи çывăх çыннăрсене савăнтарăр! Пĕр клас-ра вĕреннĕ тантăшăрсемпе çыхăнăва нихăçан та ан çухатăр.
     Учительсене йывăр та пархатарлă ĕçĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, уçă чунĕшĕн пысăк тав. Çак кунсенче сирĕн ятăрпа нумай-нумай тав сăмахĕ пуласса шанса тăратăп.

Лариса СЕРГЕЕВА,
вĕренÿ управленийĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code