Главная > Публикации > Шкул çĕнелсе илемленет

Шкул çĕнелсе илемленет

Хитре те хăтлă шкулта пĕлÿ илме те кăмăллă. Çавна май республикăри шкулсене тĕпрен юсаса çĕнетесси йăлана кĕчĕ тесен те юрать. Канаш муниципалитет округĕнче те юлашки çулсенче чылай шкула çĕнĕ сăн кĕртрĕç.

«Шкул вĕренÿ тытăмĕсене модернизацилесси» программăпа килĕшÿллĕн Вăтапуç вăтам шкулĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Хальхи вăхăтра шкула мал енчен çĕнетеççĕ, çурт тăррине ылмаштараççĕ.

Шкулсене юсамалли программа «Вĕренÿ аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Ăна РФ Çут ĕç министерстви РФ Строительство министерствипе пĕрле пурнăçа кĕртет. Ку программа тăрăх юсав тунипе çеç мар, шкула валли çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрсем те туянаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *