Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Уяв савăнăç çеçилсе килтĕр

Уяв савăнăç çеçилсе килтĕр

Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енри лăсăллă çамрăк хунавсене çирĕп сыхлаççĕ, çавна май кунсерен тенĕ пекех тĕрĕслев рейчĕсем йĕркелеççĕ.

Йывăçсене саккуна пăсса кассан (тепĕр май каласан, ятарлă ирĕк илмесĕр хуçалансан) административлă майпа явап тыттараççĕ.

Штрафсен сумми пĕчĕкех мар. Хăйсем тĕллĕн чăрăша е лăсăлă ытти йывăçа каснăшăн уйрăм çынсен хăйсен кĕсйинчен 3-4 пин тенкĕ кăларса хума тивет. Должноçри çынсен вара — 20-40 пин тенкĕ. Предприяти-организацисен 200-300 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Йывăç каснă чухне автотранспортпа тата ытти хатĕрпе усă курсан уйрăм çынсен штрафĕсем тата пысăкрах пулĕç.

Чăрăшсене йĕркене пăхăнмасăр кассассăн Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйипе те явап тыттарма пултараççĕ. Саккун тăрăх сăтăрçа 500 пин тенкĕ таран штраф пама е 2 çултан пуçласа 7 çулчен ирĕк прависĕр хăварма пултарĕç.

Çĕнĕ çул — пуриншĕн кĕтнĕ уяв. Вăл кашнине савăнăç çеç илсе килтĕр.

Владимир ГЛУХОВ,

Канашри вăрман хуçалăхĕн лесничийĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *