Главная > Артемий Мясников (Страница 2)

Туслă йышпа кирек мĕнле ĕç те ăнăçать

Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадионта çĕнĕ ача-пăча лапамĕ хута кайнă. Ăна «Аслисенчен – ачасене» акципе килĕшÿллĕн вырнаçтарма май килнĕ. Тĕллевлĕ акцие кăçал çĕртме уйăхĕнче старт панă. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Унта предприятисемпе организацисем, депутатсем, çамрăксен тĕрлĕрен юхăмĕ тата ахаль çынсем хастар хутшăннă. Вĕсем ятарлă QR-кодпа усă курса уйрăм счет çине

Подробнее

Çывхарса килекен уявпа саламлатпăр

Вырсарникун траснпорт отраслĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăвĕç. Хаçат тусĕсене журналистсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен хастарсемпе - округ администрацийĕн ăста водителĕсемпе паллаштаратпăр. Вĕсемпе пĕрле эпир муниципалитетра иртекен кашни мероприятие кĕске самантра çитсе килетпĕр, çĕнĕ хыпара вулакан патне оперативлă çитерме тăрăшатпăр. Сăн ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕшĕ - Олег Микушин, вăл çак туслă ушкăн ĕçне

Подробнее

Тĕллевлĕ Наци проекчĕпехарăсах виçĕ ФАП хута кайрĕ

Юнкун Канашри муниципаллă округăн виçĕ ялĕнче - Çĕнĕ Шелттемре, Сителте тата Малти Тукайĕнче харăсах виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Çĕнĕ сиплев çурчĕсене çĕршыври «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕклеме май килнĕ. ФАПсене савăнăçлă лару-тăрура уçма муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов, округри тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне тата ял-йыш хутшăнчĕ. Вĕсем

Подробнее

Уй-хир ĕçĕсенелайăх кăтартусемпе вĕçленĕ

Иртнĕ эрнере округри ял хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Уяв кĕреки Шăхасанти культура çуртĕнче иртрĕ. Хăнасене фойере пултарулăх ушкăнĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансене Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, округри депутатсен

Подробнее

Преступленисен шучĕ чакнă

Çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăрассине тата йĕркене пăсассине сирсе ярас тĕл- левпе йĕрке хуралçисем çулсерен «Полици тата ачасем» акци ирттереççĕ. Акци старт илнĕ кун округри шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ Геннадий Лаврентьев Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче вăл çул çитменнисене уголовлă тата административлă саккунсен

Подробнее

Юхăннă лаптăксене юсаççĕ

Федераци шайĕнчи М-12 автоçулăн Чăваш Ен урлă иртекен пайне çитес вăхăтра уçма палăртаççĕ. Чăн та, çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем кĕске вăхăтра пысăк ĕç туса ирттернине палăртмалла. Подрядчиксем асăннă автоçула тунă чухне ялсем витĕр е вĕсен çумĕпе иртекен çулсемпе анлăн усă курнă. «Çĕрпÿ - Ульяновск» аслă çултан пуçласа Яманкасси ялĕ енне выртакан вырăнти

Подробнее

Техникăна — шанчăклă управ

Çулсерен, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, ял хуçалăх техникипе тепĕр çулччен усă курмаççĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем ăна управа лартаççĕ. Палăртмалла, çак пĕлтерĕшлĕ ĕç патне ял хуçалăх ĕçченĕ-сем çулсерен пысăк яваплăхпа пыраççĕ. Трактор-комбайна, çаклатса ĕçлеттермелли тĕрлĕ агрегата çуса тасатса хăтлă ангара е ятарлă лупас айне кĕртсе лартаççĕ. Тутăхма пултаракан агрегатсене

Подробнее

Асăну хăми уçнă

Ушанар ялĕнче тава тивĕçлĕ çар летчикĕн, аваиаци генерал-майорĕн, Уралпа Атăлçи çар округĕн авиаци пуçлăхĕ пулнă Евгений Иванович Васильевăн ятне сума суса асăну хăми уçнă. Çак пулăма халалланă митинга муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов хутшăннă. Канаш тăрăхĕн паллă çыннисен ячĕсене асра тытса вĕсенчен тĕслĕх илесси пирĕншĕн сăваплă тивĕç пулнине, Евгений Иванович çуралса ÿснĕ

Подробнее

Шыва кĕмелли ятарлă вырăн тăваççĕ

Çатăрка Çырми ялĕ округри пысăк ялсен йышĕнче мар, апла пулин те унта пурăнакансем пысăк проектсене ĕçе кĕртме пултараççĕ. Хаçатра нумаях пулмасть асăннă ялти хастарсем ниме бюджечĕ вăйĕпе пĕр километр та тăват çĕр метр тăршшĕ çула вакă чул сарса çирĕплетме пултарнине çырса кăтартнăччĕ. Чăн та, пĕчĕк ялта пурăнакансем пĕрлехи ĕç валли харăсах

Подробнее

Ветеринар заявкăпа килсен Сĕтпе аша, эс, ытларах илен

Чăн та, çак сăмахсене хирĕçлеймĕн. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцине е ветеринари участокне заявка хăварсан, ветеринар ял хуçалăх предприятине кăна мар, хушма хуçалăхра ĕне усракан уйрăм çын патне те ăратлă вăкăрăн вăрлăхĕпе килсе çитме пултарать. Çак тĕллевпе вĕсене ятарлă автомашинăпа тивĕçтернĕ. Ерттерме хатĕрленекен выльăх сывлăхне тĕрĕслеме специалистсене узи аппарачĕ илсе панă. Вăкăр

Подробнее