Вторник, 16 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур

Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур

Тăван халăх культурине аталантарса çÿллĕ шая çĕклес ĕçре культура çурчĕсенче, вулавăшсенче тата шкулсенче ĕçлекенсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Наталия Владимировна Никонорова, вăл Кăшнаруй ялĕнчи культура çуртĕнче тăрăшать.

1990 çулта пултаруллă пике Кÿкеçри 2-мĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унтан Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă. 2010 çулта Наталия Никонорова тĕп хулари культура училищинче чун туртакан професси ăсталăхне алла илнĕ. Культура сферинче вăл 22 çул тăрăшать, çак кунсенче ун çинчен çырма сăлтавĕ те пур.

Наталия Владимировна нумаях пулмасть аллă çулхи юбилейне паллă турĕ. Уяв каçне çывăх тăванĕсемпе юлташĕсем тата ял-йыш тулли йышпа пуçтарăнчĕ. Вĕсем юбиляра ăшă сăмахсем каласа кăмăлне хускатрĕç, чĕрĕ чечексемпе хаклă парнесем парса чысларĕç.

Никоноровсен çемйи пултаруллă, уйрăмах юрра-ташша ăста. Наталия мăшăрĕ, Александр Анатольевич, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагог, композитор, нумай илемлĕ юрă авторĕ. Хуняшшĕпе хунямăшĕ те юрă-кĕвĕ ăстисем. Анатолий Васильевич нумай çул Кăшнаруйĕнчи культура çуртне ертсе пынă, баянпа ăста вылянă. Пĕлтĕр вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех

уйрăлса кайрĕ. Надежда Филипповна ĕмĕр тăршшĕпех Анат Сурăм пекарьнинче тăрăшнă. Вăл илемлĕ сассипе кирек кама та тыткăнлама пултарать, ывăлне юрра хывма чуна пырса тивекен сăвăсем шăрçалать. Кинĕн юбилейĕнче «Шур паланăм, Натали» сăввипе паллаштарчĕ. Ăна уяв кĕрекине пуçтарăннисем пысăк хак пачĕç.

Ăнсăртран тĕл пултăм санпалан

Çеçке çурнă вăхăтра, палан.

Çăлтăр евĕр тухрăн ман ума

Вут хыптартăн çамрăк чунăма.

Шăпчăк юрă шăратать,

Сарă кайăк сас парать,

Савни мана ыталать —

Манăн вара чун юрлать.

Шаккамасăр кĕтĕн чĕрене

Туяп сансăр пурнăç çуккине.

Тав тăватăп, Пÿлĕхçĕ, сана,

Таса юратушăн савăнса.

Кашни çулах, çуркунне çитсен,

Эп тухатăп палан пахчине.

Аса илмешкĕн çамрăк вăхăта,

Вăй илмешкĕн тепĕр çуллăха.

Шурă тутăрпа çÿрен ялан,

Шур паланăн эсĕ курăнан.

Палан çурăлать те тăкăнать,

Таса юрату вăл вăйланать.

Шăпчăк юрă шăратать,

Сарă кайăк сас парать,

Савни мана юратать —

Манăн вара чун юрлать.

Шур паланăм, Натали,

Эсĕ маншăн — чун варли.

Юратăвăм Эсĕ ман,

Эсĕ маншăн — талисман!

Наталия Владимировна культура çуртĕнче тĕрлĕрен кружок ĕçне йĕркелесе янă. «Хĕлхем» ансамбле вунă çын çÿрет. Вырăнти артистсем чăваш, вырăс композиторĕсен тата хăйсем çырса кĕвĕленĕ илемлĕ юррисене шăрантараççĕ. Репертуарти композицисем тăван çĕршыва, тавралăха тата халăха чун-чĕререн юратнине, хисепленине уçăмлатаççĕ. Юррисене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче шăрантарса лауреатсемпе дипломантсем пулса таврăнаççĕ.

Пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче «Хĕлхем» ансамбль Светлана Асаматăн уяв каçне хутшăнчĕ, пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ята тивĕçрĕ. Унта артистсем «Шăпчăк ятăм пахчана», «Шурă çĕмĕрт çеçкере» юрăсем шăрантарнă. Юрă сăмаххисене Надежда Никонорова çырнă пулнă, ывăлĕ Александр кĕвĕ çемми çине хунă. Репертуарта Светлана Асамат сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем йышлăн пулнă.

Наталия Владимировна çав вăхăтрах телейлĕ анне (виçĕ ача çитĕнтернĕ), пултаруллă ал ĕç ăсти, ăста пахчаçă та. Çекĕлпе пуканесем çыхать, чăваш тумĕ ăсталать, ĕçĕсене курава тăратса пысăк хисепе тивĕçет. Хушпу, тухья, ум çакки тата илемлĕ сурпан ыйтакана саккаспа та туса пама пултарать.

— Нумаях пулмасть Мускав хулинче пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсем валли виçĕ хушпу ăсатрăм. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем те эпĕ ăсталанă капăр тумпа сцена çине тухаççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Наталия Никонорова.

Çуралнă кунра юбиляра нумай чĕрĕ чечек парнелерĕç. Вĕсен илем ĕмĕрĕ тем тесен те вăрăм мар, анчах та çакă Наталия Владимировнăн кăмăлне хуçмасть. Вăл вĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелеме пĕлет, лешсем тымар ярса хăйсен илемлĕ çеçкипе пĕрре мар савăнтараççĕ.

Уяв-концерт лартаканăн килте пулма та вăхăт çитсе пыманни вăрттăнлăх мар, апла пулин те Никоноровсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра туса пыма тăрăшаççĕ.

Наталия Владимировнăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, тулли телей тата ăнăçу сунатпăр.

Юрий НИКИТИН, общество корреспонденчĕ
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *