Воскресенье, 16 июня, 2024
Главная > Публикации > Кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç

Кăтартусене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç

Ĕнер, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов муниципалитетăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ тата 2023 çулти задачисене палăртрĕ.

Шăхасанти культура çуртĕнче официаллă пай пуçланиччен пысăк делегаци Çĕнтерÿ паркне çитсе килчĕ, çав йышра шкул ачисем те пулчĕç. Вĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Унтан ĕçлĕ çул çÿрев Канашри муниципаллă округăн тĕп больници енне выртрĕ. Шăхасанта «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» ятарлă программăпа килĕшÿллĕн çĕнĕ поликлиника çĕкленет. Хăнасем строительство объек- тĕнчи ĕçсен хăвăртлăхĕпе тата пахалăхĕпе кăмăллă юлчĕç.

Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕн Сергей Михайловăн докладне муниципалитетра пурăнакансемпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чă-ваш Енри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин итлерĕç. Хăнасем хăйсен енчен сăмах тухса каланă май залра ларакансен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç.

Докладри курăмлă çитĕнÿсене халăх алă çупса йышăнчĕ. Çак кăтартусенче хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракан ăстасен тÿпи пысăк. Мероприяти кашни отрасльти чи ăста 20 специалиста ятарлă номинацире палăртнипе вĕçленчĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕхе кăçал пуçласа вăя кĕртнĕ, малашлăхра та тытса пырĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *