Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Чăваш чĕлхин илемĕпе янăравлăхне туйма вĕрентнĕ

Чăваш чĕлхин илемĕпе янăравлăхне туйма вĕрентнĕ

2023 çула «Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ» çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май «Канаш ен» тусĕсене тĕлĕнмелле пултаруллă, ăш пиллĕ, пысăк чун-чĕреллĕ, сумлă вĕрентекен çинчен каласа парас килет.

Ман сăмахăм Елизавета Макаровна Александрова çинчен пырĕ. Вăл шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре 45 çула яхăн тăрăшса вăй хунă. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ ачана чăваш чĕлхи илемне, янăравлăхне туйма вĕрентнĕ.

Сивĕ те çил-тăманлă нарăс уйăхĕнче Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи Макар килĕнче Лисук тĕпренчĕк çут тĕнчене килнĕ. Апла пулин те хăй пĕрре те кăра мар.

Ăшă кăмăл, çепĕç кулли – сар хĕвелĕн парни пуль,

Хура куçĕ, яштак пĕвĕ – çут çанталăк парни пуль.

Чăтăмлăхпа ĕçченлĕх – ашшĕ-амăш парни-тĕр,

Çепĕç чĕлхи, ăс-тăнĕ – тăван халăх мулĕ-тĕр.

Вăхăт шăвать, çул иртет,

Лисук пике шав ÿсет.

Ĕмĕт-шухăш хушнипе

Вĕрентÿçĕ вăл пулать.

Пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе, тĕрлĕ лару-тăрăва пăхмасăрах, уншăн чун тĕрекĕ, чун çуначĕ, кирлех пулсан – чун çимĕçĕ юратнă ĕçĕ пулса тăрать.

«Хуйха-суйха сирме

Ырă çын кирлĕ,

Ырă çынна тупма

Ырă ят кирлĕ.

Ырă ята илме

Ырă ĕç кирлĕ,

Ырă ĕçне тума

Ырă ăс кирлĕ,

Ырă ăслă пулма

Ырă чун кирлĕ».

Çак йĕркесем шăпах та пирĕн Елизавета Макаровна çинчен тесе калас килет. Унăн ырă ячĕ те, ырă ĕçĕ те, ырă ăсĕ те, ырă чунĕ те тĕлĕнмелле пысăк та пуян. Шкул ачишĕн вăл – вĕрентекен. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма хăнăхтарас ĕçре ун пек пултаруллă та хастар çынсен тÿпи çав тери пысăк. Шкул ачишĕн вăл – ăс паракан аслă юлташ та. Хăш ачана йăпатмалла, хăшне пулăшмалла тата теприне хыттăн асăрхаттармалла – вăл яланах меллĕ вăхăтне тупатех.

Шкул ĕçченĕсемшĕн вăл – ырă тĕслĕх, ăсталăх класĕн мастерĕ. Районта ирттерекен фестивальсемпе конкурссенче унăн уçă урокĕсем, ĕçĕсем – чăн-чăн театр, хăй вара артист. Хăш-пĕрне асăнса хăварас килет:

1/ Ак кĕрет учитель савăк сăнпала,

Кăмăллă вăл питĕ пуринпе ялан.

2/ Шăхличне шик шăхăртса

Килсе кĕчĕ кĕç класа

Физкультура тумĕпе.

3/ Пăхăр, курăр пикене:

Чăн чăвашăн тумĕпе

Йыхравлать çул çÿреве.

4/ Ак ку мĕнле мыскара;

Урăм-сурăм вĕçтерсе

Килчĕ шăпăр утланса!

5/ Кинемейĕн тумĕпе,

Питĕ япшар чĕлхипе

Ним мар çавăрĕ сире.

6/ Симĕс тумлă пĕр салтак

Çирĕп, харсăр утăмпа

Тухрĕ те халăх умне

Ян янратрĕ сăввине,

Тĕлĕнтерчĕ ташшипе.

Тăван-пĕтенĕшĕн Елизавета Макаровна – ытарайми аппа: ăс паракан, вăй-хал кĕртекен, тăванлăх кăкне упраса тăракан.

Юлташĕсемшĕн вăл – хаклă тус, шанчăкпа юрату пиллекен, чун çимĕçне пĕрле пайлакан.

Лисук аппаçăм, Лиза, Лизавета, Макар Лизи, Макаровна… Мĕнле кăна çепĕççĕн те юратса-хисеплесе чĕнмеççĕ-ши ăна; Ку вăл пирĕн — Елизавета Макаровна Александрова, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕн сумлă çынни, Сиккасси тăрăхĕн пултаруллă ĕçченĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те нумай-нумай хĕрпе каччăн чи юратнă, манăçми вĕрентекенĕ.

Çут тĕнче саншăн тата савăкрах пултăр, пурнăç çулĕ такăр та таса тăтăр, вăрăм та сарлака ĕмĕр сакки сунатпăр, хаклă вĕрентекенĕмĕр!

Пархатарлă ĕçĕр – чи çÿлте,

Кăварланнă ĕмĕт – чĕрере,

Туссен йышĕ пултăр тĕпелте –

Çакă пахи мар-и тĕнчере;

Ырă сунса, сума суса ĕçтешĕ тата юлташĕ

Нина АФАНАСЬЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *