Среда, 21 февраля, 2024
Главная > Публикации > Ыр кăмăллăх акцине старт панă

Ыр кăмăллăх акцине старт панă

Çулсерен, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Вăл кун Сухайкасси ялĕнче культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ лапамра ачасем валли уяв туса панă.

Округ ертÿçи Сергей Михайлов тата депутатсем «Аслисем — ачасене» тĕллевлĕ акцие хутшăннă. Вăл «Ачасен ячĕпе, ачасем валли» ыр кăмăллăх марафонĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Палăртнă тапхăрта ачасен çутă малашлăхĕшĕн çунакан ырă кăмăллă çынсем ятарлă счет çине укçа куçарса парĕç.

Сергей Николаевич акцие старт панă май счет çине пĕрремĕш укçа куçараканĕ пулнă, унăн ырă тĕс- лĕхне кура уява пуçтарăннă депутатсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлман. Пуçтарăннă укçапа «Урожай» стадионта çитес вăхăтра ача-пăча лапамĕ вырнаçтарма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code