Главная > Публикации > Ентеше сумлă наградăпа чысланă

Ентеше сумлă наградăпа чысланă

Канаш енĕн паттăр салтакне Михаил Семенова «Хăюллăхшăн» медаль парса чысланă. Сумлă наградăна Ямаш шкулĕнче панă.

Чыслав церемонийĕ валли çак пĕлтерĕшлĕ вырăна ахальтен суйласа илмен, Михаил Сергеевич хăй те Ямаш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕренÿре яланах лайăх паллăсемпе ĕлкерсе пынă, вĕрентекенсене хисепленĕ, кĕçĕн çулхи юлташĕсене пур енлĕ пулăшса пыма тăрăшнă.

Медале ятарлă çар операцийĕнче палăрнă ентешĕн кăкăрĕ умне вырăнти çар комиссарĕ Евгений Семенов çакса янă. Михаил Семенова награда илнĕ ятпа округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова та саламланă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин паттăрлăхĕпе мăнаçланнине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *