Главная > Артемий Мясников (Страница 4)

Уява тÿперен парашютпа сиксе кĕтсе илчĕç

Юнкун, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра пурăнакансем Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă турĕç. «Çунатлă» гварди паттăрĕсем кирек хăш вăхăтра та, кирек мĕнле ларура та мухтавлă та шанчăклă вăй шутланнă. Вĕсем «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» принципа халĕ те çирĕп тытса пыраççĕ. Канаш тăрăхĕнче Сывлăш десант çарĕсен кунне халалланă уяв кăçал хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса

Подробнее

Шкулсен таврашĕсем хăтлăланаççĕ

Канаш тăрăхĕнче «Чăваш Енри шкул системисене çĕнетесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ çурчĕсен таврашĕсене хăтлăлатаççĕ. Вырăскас Пикших шкулĕн территорине капăр сăн кĕртме хыснаран 12 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă. Подрядчик палăртнă ĕçсене вĕçлесе пырать, строительсем пысăк лаптăк çинче брусчатка сарнă, спорт лапамĕн никĕсне хатĕрленĕ. Энтрияль шкулĕ валли 8 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă.

Подробнее

Халăх пуçарăвне яланах ырласа йышăнаççĕ

Канашри муниципаллă округра вырăнти пуçару программине кĕнĕ проектсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Кăçал валли ятарлă комисси ялта пурăнакансем хăйсем хутшăнма кăмăл тунă 75 проекта ырласа йышăннă. Иртнĕ çулта вĕсен шучĕ 67-пе танлашнă. Халăх пуçарăвĕ вырăнта еплерех пурнăçланса пынине муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов тăтăшах объектсене тухса хак парать. Нумаях пулмасть вăл Атнаш тăрăхне

Подробнее

100 çулхи юбилейне паллă тунă

Иртнĕ эрнере Шаккăл ялĕнче пурăнакан Мария Петровна Рытова 100 çул тултарнă. Сумлă çуралнă кунпа юбиляра муниципалитет пуçлăхĕн çумĕ Лариса Сергеева, халăха социаллă хÿт- лĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Эльвира Яковлева, Шаккăл территори пайĕн ертÿçи Валерий Якимов тата çывăх çыннисем саламланă. Мария Петровна хăнасене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Ăна кашни çирĕп сывлăх, канлĕ

Подробнее

Уявра ачасене катерпа ярăнтарнă

Тинĕс çар флочĕн кунне Асхва ялĕнче службăна çар карапĕ çинче ирттернĕ моряксем кăна мар, ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Епле кĕтмĕн-ха, çав кун унта чăн-чăн уяв ирттереççĕ. Уяв программине çулсерен çĕнĕлĕхсем кĕртсе çынсен асĕнче чылайччен асра юлмалла йĕркелеме тăрăшаççĕ. Кăçалхи уява асхвасем Раççей морякĕсене асăнса лартнă обелиск умĕнче уçнă. Митинга моряксем кăна

Подробнее

Тулли пучах пуçне таять, эппин, пÿлме кĕçех тулать

Канаш тăрăхĕн çĕр ĕçченĕсем вырма ĕçне пуçăнчĕç. Вĕсен пĕр- чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20 пин ытла гектар çинче пуçтарса кĕртмелле, асăннă лаптăк-ра кĕрхисен уйĕсем 6 пин гектара яхăн йышăнаççĕ. Округра çĕнĕ тухăçа пуçтарма чи малтан «Цивиль» пĕрлĕх тухнине палăртса хăвармалла. Пайкилтсен уйра «Дон» тата «Акросс» комбайнсем ĕçлеççĕ. Çак кунсенче муниципалитет ертÿçи

Подробнее

«Пушарта» виçĕ çынна çăлнă, пĕрне чÿречерен пусмапа антарнă

Ытларикун Канашри муниципаллă округ администрацийĕн çуртĕнче вĕренÿ иртнĕ. Унăн ĕçне Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Валерий Зеленин пăхса хак панă. Вĕренÿ йĕркипе пушар çуртăн пĕрремĕш хутĕнче, ларусем ирттермелли залра тухнă. Çакăн çинчен администраци ĕçченĕсем çийĕнчех хулари пушар хуралĕн чаçне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çăлавçăсем хăйсене вăрах кĕттермен, инкек пулнă вырăна тĕрлĕ

Подробнее

Райпо ĕçченĕсем республика конкурсĕнче палăрнă

Çулсерен Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви «Чăваш Енри суту-илÿ» республика шайĕнчи конкурс ирттерет. Ăна сутуçăсен чи лайăх практикине ĕçтешĕсен хушшинче палăртас тата вĕсен пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен ыттисене каласа кăтартас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Асăннă конкурса утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Суту-илÿ ĕçченĕсен кунĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿ-çĕсене кашни номинацирех чысланă. Канашри райпо ĕçченĕсем «Чи лайăх мобильлĕ суту-илÿ объекчĕ»

Подробнее

Сĕтшĕн тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕ тăкаксен курăмлă пайне саплаштарма май парать

Сĕт нумай суса илекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене хавхалантарма патшалăх шайĕнче ятарлă субсиди пăхса хăварнă. 2023 çул валли республика бюджетĕнче çак тĕллевпе 443,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Патшалăх пулăшăвĕпе паянхи кун тĕлне Чăваш Енри 150 ял хуçалăх организацийĕ усă курать. Субсиди йĕрки çапларах. Çулталăкра 5000 килограмм таранччен сĕт сăвакансене кашни килограмшăн

Подробнее

Çуртсен картишĕсене юсаççĕ, мемориал комплексĕ тăваççĕ

Шăхасан салинче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсаса йĕркене кĕртес ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх ĕçченĕсем Цветочная, Ф. Григорьев, Çĕнтерĕве 40 çул тата Епифанов урамĕсенчи çуртсен таврашĕсене хăтлăлатаççĕ. Юнкун муниципалитетра иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн пĕр теми шăпах округри картишсене йĕркене кĕртессипе çыхăннине палăртмалла. Çавна май Чăваш Республикин транспорт

Подробнее