Главная > Артемий Мясников (Страница 5)

Мускавра каллех пысăк хак панă

Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унти тупăшура Сухайкасси ял территорийĕ «Хула хуçалăхне цифра технологийĕсем кĕртес» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Диплома çĕршывăн тĕп хулине округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова кайса илнĕ. Çак çитĕнÿре асăннă ял тăрăхне чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ертсе пынă Павел Семеновăн тÿпи пысăк. Павел Юрьевич

Подробнее

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Çулсем иртнĕ май таса шывпа тивĕçтерекен тата каяшсене юхтарса кăларакан пăрăхсем кивелеççĕ. Вĕсене çийĕнчех çĕнетсе тăмасан çынсем вăрах вăхăт шывсăр тăрса юлас хăрушлăх пур. Çакнашкал чăрмавлă лару-тăру сиксе тухассине сирес тĕллевпе Шăхасан салинче час-часах шăтса юхакан лаптăксенчи пăрăхсене çĕннисемпе улăштарма тытăннă, тĕплĕ юсав ĕçĕ канализаци сечĕсене те пырса тивнĕ. Шăхасанта çавăн

Подробнее

Ачасене пĕчĕклех ишме вĕрентĕр!

Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем пĕве-кÿлĕре шыва кĕрсе уçăлма васкаççĕ. Паллах, шыв çыншăн пысăк тус, унта канса киленме, сывлăха çирĕплетме пулать. Çав вăхăтрах шыв пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине те манмалла мар. Шыври киленÿ инкекпе ан вĕçлентĕр тесен мĕн тумалла-ха; Шăпах çак ыйтупа Чакаçри культура çурчĕн ĕçченĕсемпе ялти фельдшер Валентина Никифорова кÿлĕ

Подробнее

Хуçалăхсем утă хатĕрлеме тухрĕç

Çимĕк хыççăн ял халăхĕ мĕн ĕлĕкрен утта пикеннĕ. Çак вăхăт тĕлне çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Енчен те ытти çулсенче выльăх апачĕ хатĕрлеме Акатуй уявне паллă тусан тухнă пулсан, кăçал çак яваплă тапхăра округра иртерех пуçăнчĕç. Кăçал Канаш енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен 4300 тонна утă типĕтсе

Подробнее

Тыр-пул парка çитĕнет, пысăк тухăç илес шанăç пур

Çулсерен, çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, тырă мĕнле шăтнин тĕрĕслевне йĕркелеççĕ. Ака мĕнлерех иртнине хак памашкăн округ администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе ятарлă комисси çирĕплетеççĕ. Комисси членĕсемпе пĕрле уйсене хуçалăх ертÿçисемпе фермерсем те пăхса çаврăнаççĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕсем çу уйăхĕн юлашки кунĕнче çула тухрĕç. Туслă йыша округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов ертсе пычĕ. Маршрутпа килĕшÿллĕн

Подробнее

Вĕсен ячĕсем халăх чĕринче

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен ятне ĕмĕр асра тытас тата ентешсен мухтавне çитĕнекен ăру патне илсе çитерес тĕллевпе Уçырма ялĕн хастарĕсем Валерий Ивановпа Григорий Петров «Вĕсен ячĕсем халăх чĕринче» ятпа кĕнеке пичетлесе кăларнă. Кĕнекере ик çĕре яхăн страница. Унта Уçырма территорине кĕрекен ялсенчен вăрçа тухса кайнă ентешсем çинчен туллин вуласа пĕлме

Подробнее

Агрослетра ял-сала малашлăхне çамрăксен куçĕпе хаклассине тĕп вырăна хучĕç

Иртнĕ канмалли кун Канашри муниципаллă округăн хастар çамрăкĕсем Тăвай тăрăхне çула тухрĕç. Вĕсем «Упа кĕтесĕ» кану базинче йĕркеленĕ «Ялта чи лайăххисем» иккĕмĕш агрослета хутшăнчĕç. Делегаци йышĕнче ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансем, вĕрентекенсемпе культура ĕçченĕсем тата волонтерсем пулчĕç. Туслă йыша округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов ертсе пычĕ. Агрослет яланхиллех мероприятисемпе пуян пулчĕ. Канашри

Подробнее

Умра — тĕрĕслев экзаменĕсем

Тунтикун Канашри муниципаллă округри шкулсенче 9-мĕшпе 11-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче муниципалитетри пĕлÿ çурчĕсенчен 320 ача - пĕтĕмĕшле, 116-шĕ вăтам пĕлÿ илсе тухĕ. Шăхасан вăтам шкулĕнче юлашки шăнкăрав 11-мĕш класра пĕлÿ илнĕ 18 вĕренекеншĕн тата 9-мĕш каласра ăс пухнă 39 ачашăн янăрарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене муниципалитет пуçлăхĕ Сергей

Подробнее

Уйрăм хуçалăхсене аталанма патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать

Ялта ĕçлесе пурăнакансене, енчен вĕсем професси тупăшĕнчен налук тÿлеме килĕшсен, килти хушма хуçалăха аталантарма субсидисем парса пулăшаççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлес текен çын Канашри муниципаллă округ администрацине заявка панă хыççăн тĕллевлĕ укçа республика тата федераци бюджетĕнчен те килме пултарать. Иртнĕ çулта муниципалитетра хĕрĕх ытла çын хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пек (самозанятый) регистрациленнĕ. Вĕсем

Подробнее

Шелттемсем ĕç йĕркине пысăк ăсталăхпа туса пыраççĕ

Чăваш Ен аграрийĕсем çур акине вĕçлесе пыраççĕ. Республикăн кăнтăр енчи хăш-пĕр округра çурхи ĕçсен планне туллин пурнăçланă та ĕнтĕ, çак йыша канашсем те кĕнĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче регион ертÿçи Олег Николаев республика уйĕсемпе вырăна тухса паллашрĕ, ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Çĕнĕ Шелттем ялĕнчи «Пионер» агрофирмăна тата ял хуçалăх продукцине тирпейлекен «Мелилотус»

Подробнее