Главная > Ирина Андреева (Страница 4)

Садик вĕр-çĕнĕ те капăр

1991 çулта Вăтапуç ялĕнче 95 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă капмар садик хута кайнă. Эх, мĕнлерех савăннă пулĕ ун чухне ял çыннисем хăйсен пепкисем валли çакăн пек пысăк ача сачĕ туса панăшăн. Миçе ăрăва шкулчченхи пуçламăш пĕлÿ парса парта хушшине лартман-ши çак вĕренÿ учрежденийĕ; Шел те, вăхăт иртнĕçемĕн çурт та кивелсе

Подробнее

«Çунатлă пехотăн» уявĕ пулчĕ

Августăн 2-мĕшĕнче, Иллен кунĕнче, пирĕн çĕршыв Сывлăш десант çарĕсен кунне паллă тăвать. Кирек хăш вăхăтра та, кирек мĕнле лару-тăрура та «çунатлă» гварди вăйлă, мухтавлă та шанчăклă вăй пулнă, вăл «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» принципа çирĕп тытса пырать. Çак тапхăрта десантниксем Совет Союзĕн тата Раççей историйĕн страницисене нумай пуянлатнă.      Сывлăш

Подробнее

Пирĕн пурнăç çăкăртан, Çăкăр хамăрăн тартан

Çулталăкри кашни тапхăрăн хăйĕн ĕçĕ. Çĕр ĕçченĕн нихăçан та канăç çук. Уншăн халĕ уйрăмах хĕрÿ тапхăр - вырма вăхăчĕ. Пиçсе çитнĕ тырра тăкаксăр пуçтарса кĕртессишĕн ырми-канми ĕçлет хресчен. Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12810 гектар вырнă (план - 22012 га). 320250 центнер

Подробнее

Вĕренÿ объекчĕсене тĕрĕсленĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шăп пĕр уйăх юлчĕ. Унччен вара вĕренÿ учрежденийĕсенче пыракан капиталлă юсав ĕçĕсене вĕçлесе объектсене ачасене йышăнма хатĕр шая çитермелле. Çак кунсенче пирĕн районта шкулсенче юсав ĕçĕсем мĕнле пынин мониторингне ирттерчĕç. Ĕçлев ушкăнĕ, унăн йышĕнче район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, «Экра» ООО директорĕн

Подробнее

«Орленок» тĕнче курăма пуянлатрĕ

Чакаç вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче тăрăшуллă та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Анна Беллиева, вĕренÿ отличникĕ. Вăл иртнĕ çул «Чăваш пики» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Кăçал вара Аня «Орленок» лагере кайма тивĕçрĕ. Манăçми çул çÿрев      Пирĕн çÿллĕрех шайри грамотăсене Шупашкара ярса памалла пулнă. Темиçе кунтан анне ман пата шăнкăравлать:

Подробнее

Чирлес мар тесе вакцинациленмелле

Коронавирус чирĕ ниепле те лăпланасшăн мар-ха. Кунсерен хăйĕн çинчен аса илтерсех тăрать. Маскăпа çÿремелли режим иртет пулĕ-ха тесе савăннăччĕ, çук, каллех чирлекенсем йышланчĕç. Ку чир тĕлĕшпе районти лару-тăру еплереххи çинчен район больницин тĕп тухтăрĕпе Сергей Шернепе калаçатпăр.      - Пирĕн районта 2020 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи июнĕн 15-мĕшĕччен коронавируспа

Подробнее

Арина тĕп роле вылянă

Раççейре «Шкулти киноуроксем» проект ĕçлет. Илемлĕ фильм ÿкернĕ çĕре çитĕннисемпе пĕрле шкул ачисем те хутшăнаççĕ. Сюжечĕсем - пурнăçран илнĕ историсем. Чăвашра ÿкернĕ картина сентябрьте экран çине тухмалла. «Виçĕ хĕвел» кинолентăри тĕп сăнарсене Пайкилт вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Ариадна Кротова тата Шупашкарти пĕр шкулта пĕлÿ илекен Всеволод Ларин вылянă.      Аринăпа унăн

Подробнее

Çемье вăл — пĕр пĕчĕк патшалăх

«Ăçталла йĕппи - унталла çиппи», «Çÿпçи май хупăлчи», «Арăмĕпе упăшки - пĕр калăпри çăпата», «Арлă-арăмлă мăшăр хушшине йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр» - çакнашкал ваттисен сăмахĕсем темиçе ĕмĕр каяллах çуралнă вĕт-ха.      Вĕсен пĕлтерĕшĕ паянхи кун та çав тери пысăк. Упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне хисеплемеллине, пĕр çăвартан пурăнмаллине, çын сăмахĕ çемьене

Подробнее

Çĕнтерÿшĕн пурте çапăçнă хĕрÿ

Вун-вун çул иртсен те пирĕн телейлĕ пурнăçшăн пуç хунă миллионшар çыннăн, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне манма юрамасть пирĕн. Вăрçă чарăннăранпа мĕн чухлĕ çĕнĕ ăру çитĕннĕ. Вĕсемшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи - тахçанхи истори, апла пулин те фронтра çапăçса вилнĕ, çĕнтерÿпе таврăнса юхăннă çĕршыва ура çине тăратнă паттăрсем çинчен каласа памалла, астăвăма

Подробнее

Ĕçне кура — хисепĕ

     Любовь Егорован муниципалитет органĕсенчи ĕç стажĕ самаях пысăк, вăл Шăхасан ял тăрăхĕн администрацийĕнче 25 çула яхăн вăйне те, чунне те парса ĕçлерĕ. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Любовь Осиповна вырăнти администраци специалисчĕсене кăна мар, район администрацийĕн пай ертÿçисене те нумай пулăшрĕ. Пĕр сăмахпа, çак ырă чунлă, ĕçчен, йывăр самантра кирек

Подробнее